Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хура» чӑнлӑхран «суя» чӑнлӑха — ҫур утӑм

«Тӑван Атӑл» журналӑн кӑҫалхи улттӑмӗш номерӗнче Георгий Федоров критикӑн «Илемлӗ сӑнарлӑх тымарӗсемпе хунавӗсем (2008 ҫулхи проза)» статйи пичетленнӗ. Чылай ҫыравҫа канӑҫсӑрлантарчӗ вӑл. Хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне «Хыпар» хаҫатра пӗлтерекенсем те пулчӗҫ. Сӑмахран, Николай Теветкел («Хыпар», 2009, 136№), Роман Чепунов (174№), Иван Тенюшев (195№), В. Димитриев (198№) сӑмах илчӗҫ. Вӗсенче статья авторӗсем критикпа чуна уҫса калаҫрӗҫ, унпа килӗшмен сӑлтавсене палӑртрӗҫ. «Хыпарӑн» паянхи номерӗнче ЧР Профессионал писательсен пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Сергей Павлов хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет.
Чӑваш Ен профессионал писательсен союзӗн кӑҫалхи пухӑвӗнче паянхи чӑваш литературинче ырӑ сӑнар сахалли ҫинчен калаҫу пычӗ. Ҫыравҫӑсем ытларах «хура» чӑнлӑх патнелле туртӑннине палӑртрӗ Г.Федоров тӗпчевҫӗ. Ҫак пулӑма Н.Теветкел хӑйне майлӑ ӑнлантарчӗ. Нимех те тӑваймӑн: хаяр пурнӑҫран тараймӑн. Чи малтан куҫа япӑххи, тискерри курӑнать, килӗшӳсӗрри, юрӑхсӑрри чуна ыраттарать, хут ҫинче сӑнарлать. Ҫапах ҫыравҫӑсем «таса» чӑнлӑха асӑрхамаҫҫӗ тенипе ҫырлахас килмест. Пур пирӗн литературӑра ырӑ геройсем, анчах вӗсем ӗлӗкхи колхоз-совхозри, заводсемпе ударлӑ стройкӑсенчи малта пыракансем мар. Мӗншӗн тесен пурнӑҫ йӗрки улшӑнчӗ — капитализм самани... Общество тӗрекне тытакансем халӗ урӑххисем: обком секретарӗ вырӑнӗнче — кӗпӗрнаттӑр, колхозник пулни — фермер, суту-илӳ, пасар ҫыннисем — чи хастаррисем... Вӗсен хушшинче лайӑххисем ҫук-им? Вӗрентекенсем, милиципе ҫар ҫыннисем пурте пӑсӑлчӗҫ-и вара? Паллах, вӗсене пӑтранчӑк юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр, авӑра лекесси нимӗн те мар, анчах пур вӗсем. Хайлавсенче те палӑркалаҫҫӗ.
«Хура» чӑнлӑха уҫса панӑ чухне авторшӑн пӗр «ҫӑмӑллӑх» пур: пурнӑҫ писателе кашни утӑмра «хура» чӑнлӑх парнелет, ӑна хут ҫине куҫарма ӑсталӑх ҫитер кӑна. Тепӗр чух ӗҫ-пуҫ синкерпе вӗҫленет те — хайлав композицийӗ те туллин калӑпланать — пулчӗ те «развязка», акӑ сана «финал». «Ырӑ» сӑнарсем урлӑ аталанакан сюжет вӗҫӗ урӑхларах, авторӑн вулакана шанчӑк панисӗр пуҫне малашлӑха уҫса кӑтартма ӑс-тӑн, вӑй-хал ҫитермелле, пурнӑҫ аталанӑвне, ыран мӗн пулассине тавҫӑрма темиҫе утӑм маларах ярса пусмалла.
Халь хаҫҫӑн политиксемшӗн те чылай ыйту уҫӑмлӑ мар тӑк — ҫыравҫӑн ӑҫта кайса кӗмелле? Унӑн туйӑмӗ ыттисенчен чылай ҫивӗчрех пулмалла мар-ши? Шута илмелле: писателӗн хӑйӗн чӑнлӑхӗ, вӑл фотоаппаратпа сӑнӳкерчӗк тумасть, «ырӑ» герой пиҫсе ҫитессе кӗтсе лармасть, ӑна хӑйӗн тавракурӑмӗ майлӑ калӑплать, «хура» чӑнлӑх авӑрӗнчен кӑларать. Тепӗр автор «хура» чӑнлӑхран иртеймест те пулӗ, ҫапах вулакана ырӑ шухӑш патнех илсе ҫитересшӗн, тӳнтер пулӑма кӑтартса ун чунне хускатасшӑн, хӑйне шухӑша ярасшӑн. «Хура» чӑнлӑха уҫса параканӑн чунӗ курайманлӑхпа ан тултӑрччӗ кӑна, кашни сӑмахӗ вӗчӗрхенсе ӑн тухтӑр ҫеҫ... Ырӑ, таса ҫыннӑ паян пурӑнма йывӑр, литературӑра вырӑнне йышӑнма та ансат мар. Анчах йывӑр тени май ҫуккине пӗлтермест — ытларах тар тӑкма тивет ҫеҫ. Ҫав вӑхӑтра илӗртӳллӗ сӑнар тӑвасси суя ҫулпа утасси мар, «хура» чӑнлӑхран тарса «суя» чӑнлӑха лекесси — ҫур утӑм! Ку утӑм, шел, чылай чух тӗшмӗшлӗхе кӗртсе ӳкерет, мӗскӗнлӗхе ярать. Пурӑнать вара ҫыравҫӑ куллен-кун нӑйкӑшса... Вӑл е ку ятарласах суя ҫул ҫине тӑни те сайра мар. Ун чухне хайлава «легенда», «предани», «юмах» теме пӑхни пултарулӑха тӳрре кӑлараймастех.
Тепӗр самант. Кам валли ҫыратӑр? Тӗпчевҫӗсем ӗҫӗмӗрсене хакласса кӗтсе-и? Ман шухӑшпа, вулакан валли, ӑна мӗн кӑсӑклантарнине шута илсе. Ҫыравҫӑн вулакан хыҫҫӑн каймалла тесшӗн мар эпӗ, анчах санӑн хайлавусене критиксем тем пек мухтасан та — ҫав вӑхӑтрах вӗсене ҫын тытса вуламасан эсӗ нушаланни кама кирлӗ? Ку тӗлӗшрен истори романӗсемпе халӑхӑн чапа тухнӑ ывӑлӗ-хӗрӗ пирки пысӑк хайлав калӑпланӑ чухне тимлӗ пуласчӗ, илӗртуллӗ «суя» чӑнлӑх хыҫҫӑн хӑвалас марччӗ. Вулакан интересӗпе тӗпчевҫӗ хаклавӗ пӗр килменни шухӑша ямалла: «Мӗншӗн вуламаҫҫӗ манӑн кӗнекесене? Пурнӑҫран юлтӑм-ши е суя ҫулпа пыратӑп-ши? Критиксене тата мӗн ҫитмест? Мӗншӗн тиркеҫҫӗ вӗсем мана е асӑрхаманҫи пулаҫҫӗ?.. Чӑнлӑхран пӑрӑнтӑм-ши вара?..»
Ҫак ыйту хуравӗсене чи малтан авторӑн хӑйӗн шыраса тупмалла. Ун чухне хамӑрӑн ҫитменлӗхсемшӗн эпир, тен, тӗпчевҫӗсене айӑплама пӑрахӑпӑр.

Сергей Павлов, ЧР Профессионал писательсен пӗрлӗхӗн правлени председателӗ.
«Хыпар», 2009, юпа, 20, 202 №>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-11-15 15:34:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5445 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем